(В.Г.РОДИОНОВ 60 ҪУЛ ТУЛТАРНӐ МАЙ)>>
«Ӑслӑ ҫынпа калаҫма та кӑмӑллӑ», - тенӗ Ф.М. Достоевский. В.Г.Родионов паянхи чӑваш литература ӑслӑлӑхӗн (наукин) ҫул-йӗрне палӑртаканӗснчен пӗри. Анчах Виталий Григорьевич тӗпчевҫӗ ҫеҫ мар - шухӑшлавҫӑ (философ) та. Вӑл шухӑшлать. «Эп кӑна хальлӗхе татса калама пултараймастӑп-ха, анчах эп шухӑшлатӑп», - ҫапла каланине унӑн лекцисенче те, кулленхи калаҫура та час-часах илтме пулать. Мӑртӑхнӑ та мӑтӑк, уйрӑмах пӑнтӑх шухӑш сулӑнчӑкӗнчен, тытӑмӗнчен хӑтӑлас текенсем Чӑвашра сайра. Хӑнӑхнӑ е хӑнӑхтарнӑ шухӑш йӗрӗпе чупать пирӗн ӑс-тӑн (евӗрлес, ҫынна курса тӑвас йӑла та ҫав ретри пулӑмах). «Эс каллех юта, ыттисене пӑхса шухӑшлатӑн», - тӳрлетет, асӑрхаттарать мана вӑл час-часах. Калаҫура Виталий Григорьевич хӑйӗн шухӑш йӗрне пусахласа йышӑнтармасть. «Хӑть те мӗнле шухӑш та пӗр енлӗ. Ҫӗр ҫинче ҫӗр тӗрлӗ кӗнчеле тенӗ чӑвашсем. Вунӑ ҫын калать – вуннӑшӗ те тӗрӗс пулма пултарать. Маншӑн сураҫтару (ҫураҫӑнас) философи тӗпре. Ку вӑл манӑн позици». Родионовпа эпир юнашар пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулса калаҫатпӑр. Эп хам ытларах тӗнче классикӗсемпе тата чӑваш ӑсчахӗсемпе калаҫататӑп (ӑшра, ӑспа). (Вӗсен кӗнекисене, ӗҫӗсене вуланӑ май. Эп ҫырнисемпе паллашнӑ ҫын пӗлет е тавҫӑрать пулӗ тетӗп эп хутшӑнакан авторсен ячӗсене – кампа ытларах хутшӑннине.) Родионовпа та эпир вӗсен шайӗнче калаҫма тӑрӑшатпӑр. Пахча (дача) ӗҫӗсем ҫинчен калаҫнине вӑл кӑмӑлламасть. Юратмасть… Кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсенче те вӑл философилле пӗлтерӗш шырать, мана та калаҫура ҫав япаласен вӑрттӑнне шырама хавхалантарать. Вулакана эп ун хӑш-пӗр шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарасшӑн. Вӗсем Родионов вӑртӑнне, феноменне ӑнланмалларах тӑвӗҫ. (В.Г.Родионов хӑй пирки, хӑйӗн тӗнчекурӑмӗ, тӗнчетуйӑмӗ пирки кӑшкӑрса ҫӳремест. Анчах пире чӑваш аталпанӑвӗн векторӗ-координатне пӗлни кирлех.) «Наукӑри шухӑша ҫын ҫуратать», - тенӗ Л.Н.Гумилев «Биография научной теории, или Автонекролог» ӗҫӗнче. Ҫыннине шута илмесӗр унӑн шухӑшӗсене те эпир тӗрӗс те туллин ӑнланас ҫук…
Юрий Яковлев.
Хам эп хыҫалта... Пур урӑхла ҫынсем. Ялав йӑтса, амбразура ҫине выртас текенсем. Ман шутпа, ку вӑл чӑвашла мар - анӑҫла. Вӗсем – кӗрешӳ вӑйне кӑмӑллакансем. Пыраҫҫӗ вӗсем, ҫӗнтереҫҫӗ... Ҫеҫпӗл калашле, тимӗр урасемпе таптаса каҫса каяҫҫӗ тата ытти те – хӑрушӑ япаласем пулса каяҫҫӗ. Тума пулать урӑхла та. Ман лидер пек малта, ялав вӗҫтерсе: «Капла тӑвӑр, халӑхшӑн тӑрӑшӑр», - тесе пырас килмест… Ҫеспӗлӗн лирика геройне пӑх-ха, харкам герой ҫине. Хӑй хавхаланать, ҫунать вӑл. Чӗнсе пымасть. Ӳксе юлать…
Тӗрлӗ типлӑ, тӗрлӗ евӗрлӗ ҫынсем пулаҫҫӗ. Наци юхӑмӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем чӑваш ячӗпе хӑйсене ҫӗклеме ыйтаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене идеал, символ пек кураҫҫӗ, вӗсем урлӑ ҫын чӑваша юрата пуҫлать тесе шутлаҫҫӗ. Чӑвашӑн психологийӗ урӑхларах. Чӑвашлӑхшӑн ӗҫле - анчах ху ан каҫӑрӑл, мала тухса ан тӑр, пытан май килнӗ чухне. Анчах ҫав ӗҫе ту. Кашни ҫавӑн пек ӗҫлесен питӗ лайӑх пулмаллаччӗ - эпир вара тӳрех чӑваш идейине ярса илесшӗн, приватизацилесшӗн хамӑра валли. Ман вӑл тесе. ҫавӑнпа чапа тухасшӑн. Ун пек пулмасть вӑл. Эс чӑваш халӑхӗ ҫинчен, тен, ан та ҫыр. Чӑваш чӗлхипе усӑ курса чӑваш чӗлхине юратма вӗрент те – вӑл пулчӗ те. Эпир яланах ялав вӗҫтерсе пыма юрататпӑр умӗнче, шел пулин те.
Маншӑн чи пысӑк хаклав вӑл – чӑвашлӑха юратни. Повесть ҫырать-и ҫын, калав-и, сӑвӑ-и, очерк-и, тӗпчев е урӑх япала-и, анчах унта чӑвашлӑха юратни пулмалла. 1970-80-мӗш ҫулсенче литературӑна илемлӗхпе виҫмелле текен шухӑш сарӑлнӑччӗ. Этнологилле, этнографилле япаласене литература шутне кӗртместчӗҫ, йышӑнмастчӗҫ… Литература мар вӑл, илем (художественность) кирлӗ тетчӗҫ. Кайран культурологи модисем кӗрсе кайрӗҫ те – ҫавсемех культурологилле калаҫа пуҫларӗҫ. Ку вӑл литература мар текен япаласене философи, чӑваш шухӑшлавӗ теме пусларӗҫ. «Иван Юркин ҫыравҫӑ мар, вӑл сӑнар тума пӗлмест», - тетчӗҫ. Юркин пек чӑвашлӑха юрат-ха. Юркин, тӗрӗссипе, чӑваш наци прозин ашшӗ. Вӑл чӑн чӑвашла ҫырнӑ. Ун ӗҫӗсенче чӑваш чӗлхи, чӑваш тӗнчи тап-тасан янӑрать, сас парать. Ун умӗн маларах ҫырнӑ Игнатий Иванов чӑваш тӗнчи ҫине миссионерсен, вырӑс тӗнне йышӑнтарас текенсен куҫӗпе пӑхать...
Пурнӑҫра яваплӑх кирлӗ. Пирӗн, чӑвашлӑха парӑннӑ ҫынсен, ял, ентешлӗх шайӗнче шухӑшламалла мар. Пирӗн тивӗҫ – пӗтӗм халӑх пирки, ун шӑпи пирки шухӑшласси. Ҫемен Элкере пӑх-ха. Пултару ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех вӑл чӑвашлӑх енне туртӑннӑ. «Ху чӗлхӳне ан хурла», «Чӑваш хаҫачӗ» тата ытти статьясем ҫырнӑ вӑл «Хыпарта» (1917) ҫирӗм виҫҫӗре чухнех. Вилес умӗн тата (ултӑ ҫул маларах) епле чунне уҫса ҫырать вӑл:
Чӑн-чӑн поэт пулман пуль эпӗ, Мана тӗсмест-тӗр ун хисепӗ. Анчах поэзие юратнӑ, Унпа пуҫа ҫех хытӑ ватнӑ. Тен, эп прозаик, публицист та, Хӑш чух редактор, журналист та. Ӗҫленӗ хӗрӗх ҫул таран Чӑвашлӑха савса чунтан.